Амслен
From Wikipedia, the free encyclopedia
Амслен (акăлч. American Sign Language, акăлч. ASL) — хӑлха илтмен ҫынсем алӑсемпе, пӳрнесемпе хускатса калаҫнин тӗп чӗлхи АПШри тата Канадăри акӑлчанла калаҫакан пайӗсенчи хӑлха илтмен пӗрлӗхсен чӗлхи. Унсӑр пуҫне, амслен диалекчӗсемпе е унӑн креол чӗлхисемпе тӗнчери нумай ҫӗршывӗнче калаҫаҫҫӗ, тӗслӗхрен, Хӗвеланӑҫ Африкăри нумай ҫӗршывӗнче тата Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азири ҫӗршыв пайӗсенче. Амслен франс хӑлха илтмен ҫынсен чӗлхинчен пулса тухнӑ, унăн 43 % ку чӗлхесенче пӗр пек хусканусем, анчах ӑна вӑйлӑ креолизаци сӗм панӑ. Ăна пӑхмасӑр, Австралире те, Аслӑ Британире те, Ҫӗнӗ Зеландипе АПШ-ра ҫав чӗлхепех — акӑлчан чӗлхипе пуплеҫҫӗ, ал хускатса калаҫни пӗрремӗш виҫӗ ҫӗршывра британ хускатса калаҫнин йышне кӗрет, амсленрен уйӑрӑлса тӑрать, ӑна пур аса илнӗ чӗлхесене акӑлчан чӗлхи сӗм янине пӑхмасӑрах ӑнланмаҫҫӗ.
Амслен | |
---|---|
Тăван ячĕ: | |
Патшалăхсем: | АПШ, Канада Территории, где амслен или его диалект является доминирующим жестовым языком Территории, где амслен использует значимое количество населения |
Классификаци | |
Категори: | |
Семья французского жестового языка | |
Çырулăх: | SignFont, SignWriting, Стоуки нотацийĕ[1] |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | |
ISO 639-2: | |
ISO 639-3: | ase |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |