Йĕр интегралĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Йĕр интегралĕ — лаптак çинчи тата уçлăхри пĕр-пĕр йĕр тăршшĕпе шутласа пыракан интеграл. Уçлăх тенĕрен, мĕн каланине хуть те миçе виçеллĕ (виççĕ е ытларах) уçлăх тĕлĕшпе те анлăлатма пулать. Кунашкал интеграла çавăн пекех кукăр йĕр интегралĕ теме пулать. Анчах та "йĕр" тени хăйех асăннă йĕр кукăр та пулма пултарассине систерет. Çапла вара йĕр интегралĕ тени те çителеклĕ.
Калас пулать, хăнăхнă ахаль интеграл та йĕр интегралех, анчах та унта интегралласси тÿрĕ (кукăр мар) йĕр тăрăх — абсцисса тĕнĕлĕ майăн — пулса пырать.