Радиоактивлă аркану
From Wikipedia, the free encyclopedia
Радиоактивлă аркану (лат. radius «пайăрка» тата āctīvus «витĕмлĕ», фр. radioactif, «радиоактивлăх») — атомсен стабиллĕ мар нуклонсарĕсен тытăмĕ (Z каплам, A массăлла хисеп) е шалти майлашăвĕ элементарлă пĕрчĕсем, гамма-квантсем е/тата нуклонсарла фрагментсем кăларса янипе спонтанлăн улшăнни[1]. Кунашкал процеса çавăн пекех радиоакти́влăх, çавна тивекен нуклидсене вара — радиоактивлă (радионуклидсем) теççĕ. Радиоактивлă нуклонсарлă япалалăхсене каллех çавнашкал ятпа асăнмалла.