Функци графикĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Фнкци графикĕ — математикăри геометрилле ăнлав, вăл функциин геометрилле сăнарне кăтартать.
Хăшпĕр функцисен тÿркĕтеслĕ координатсенчи графикĕсен уйрăм ячĕсем пур:
- Линилле функцин графикĕ — тӳрĕ йĕр.
- Иккĕмĕш капашри функцин графикĕ — парабола.
- Вакла функцин графикĕ — гипербола.
- Кăтартăшлă функцин графикĕ — экспонента
- Синус графикĕ — синусоида, косинус графикĕ — косинусоида, тангенс графикĕ — тангенсоида т. ыт. те.