Эйфел турулĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Çӳллĕ çурт-йĕр
Э́йфел турулĕ (фр. la tour Eiffel) (1889 çулхи юпа, 25 туса пĕтернĕ) — Парисăн чи паллă архитектура вырăнĕ, тĕнчере ăна Франци символĕ теççĕ, Густав Эйфель конструктор ятне тивĕçтернĕ. Хăй Эйфель ăна 300-метр çӳллĕш турул тенĕ (tour de 300 mètres).
2006 çулта турул çинче 6 719 200 çын, хăйĕн пĕтĕм историнче, 2007 çулхи раштавăн 31-мĕшĕ тĕлне — 236 445 812 çын пулса курнă[1]. Çапла ĕнтĕ, турул тĕнчери чи тăтăш пырса курнă вырăн шутланать[2]. Парисăн çак символне вăхăтлăха кăна туса лартнă пулнă — турул 1889 çулхи Пĕтĕм тĕнчери курава кĕмелли аркă шутланнă. Пăсса хурасран (курав иртсен 20 çултан) турула радиоантеннăсем çăлса хăварнă, вĕсене чи тăррине лартнă пулнă (çак вăхăтра радио техникине пурнăçа кĕртнĕ).