Авалхи Египет
From Wikipedia, the free encyclopedia
Авалхи Египет — этемлĕх кун-çулĕнчи чи малтанхи патшалăхсенчен пĕри. Вăл Африка континентĕнчи Нил шывĕн айламĕнче п.э IV пинçуллăхăн пуçламăшĕнче чăмăртаннă та п.э. 30 çулччен, Рим империне кĕриччен паллă пулнă. Çирĕп деспот тытăмĕллĕ, чуралăхлă тата вăрăм тапхăрлă пĕрремĕш «юханшыв тĕнчисенчен» пĕри шутланать.