Астрономи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Астроно́ми — тӳпе япалисен, вĕсен йĕркелĕхсен, Çут Тĕнчен тытăмлăхĕн, пахалăхĕсен, пулса тăнин, аталанăвĕн ăслăлăхĕ.
Астрономи Хĕвеле, Хĕвел Системин планетисене тата вĕсен спутникĕсене, астероидсене, кометăсене, метеоритсене, планетăсем хушшинчи япалалăха; çăлтăрсене тата Хĕвел Системине кĕмен планетăсене, тĕтрелĕхсене, çăлтăрсем хушшинчи япалалăха, галактикăсене тата вĕсен пуçтарăнчăкĕсене, пульсарсене, квазарсене, хура çăткăнсене тата урăх нумай япалалăха тĕпчет.