Ĕмĕрхи шăнлăх
From Wikipedia, the free encyclopedia
«Ĕмĕрхи шăнлăх» (нумай çуллă криолитозона, нумай çуллă шăнлăх) — криолитозонăн пĕр тапхăр та ирĕлмесĕр тăракан пайĕ. Çĕр çинчи ĕмĕрхи шăнлăхăн пĕрлехи лаптăкĕ — 35 млн км². Ареалĕ — Аляскăн, Канадăн, Европăн, Азин çурçĕр пайĕ, Çурçĕр Пăрлă океанĕнчи утравсем, Антарктида. Нумай çуллă шăнлăх районĕсем — çĕр хуппин тулаш сийĕ, унти температури чылай хушă 0 °C çӳле хăпармасть. Нумай çуллă шăнлăх зонинче тăпрари шыв пăр евĕр, унăн тарăнăшĕ хăш чухне 1 000 метр ытла пулать.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Ĕмĕрхи шăнлăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
.