Акăлчан чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Акăлчан чĕлхи (акăл. English, the English language) — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть[2].
Акăлчан чĕлхи | |
---|---|
Тăван ячĕ: | English, the English language |
Патшалăхсем: | Аслă Британи Аслă Британи, АПШ, Ӳкерчĕк:Flag of IND.svg Инди, Австрали Австрали, Канада, Ирланди Ирланди, Çĕнĕ Зеланди Çĕнĕ Зеланди, Либери Либери, Мальта Мальта, КАР КАР, Ӳкерчĕк:Flag of PHL.svg |
Официаллă статус: | De jure: Австрали, Канада, АПШ 31 штачĕ, Çĕнĕ Зеланди, Либери, Белиз, Британ пĕртуслăхĕн чылай патшалăхĕ, Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ De facto: Аслă Британи De jure, ыттисемпе пĕрле: Ирланди, КАР, Инди; ЕП, ГУАМ, Европа канашĕ |
Рейтинг: | 3-мĕш е 4-мĕш тăванпа тан (испан), 2-мĕш мĕнпур калаçакан йышĕпе |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Инди-европа çемьи
| |
Çырулăх: | латиница (акăлчан алфавичĕ) |
Чĕлхе кочĕсем | |
ГОСТ 7.75–97: | анг 45 |
ISO 639-1: | en |
ISO 639-2: | eng |
ISO 639-3: | eng |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |