Атăл (хунсен çулпуçĕ)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Аттил (лат. Attila, грек Ἀττήλας, 453 çулта вилнĕ) — хунсен ĕмпĕвĕ, Рейнпа Çурçĕр Хуратинĕсçумĕ хушшинчи çĕрсенчи йăхсен патши. Вăл 395 çулăн пуçламăшĕнче çуралнă пулас. 453 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче вилет.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Атăл (хунсен çулпуçĕ) (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Аттил çĕре кĕрсен пĕр ĕмĕр иртсен гот историкĕ Иордан хунсен çулпуçĕ пирки çапла асăннă: «Пĕтĕм хунсене пăхăнтаракан тата чаплăхĕпе варварсем хушшинче мĕнпур Скифири йăхсен çав тери ăмсануллă патши.»[1] Хунсен çулпуçĕ пирки астăвăм ĕмĕрсем тăршшипе герман эпосĕнче упранса пынă, скандинав сагисене те куçнă. Халăхсен Аслă куçăмĕ тапхăрĕнчи германсен малтанхи юмахĕсенче, варвар аслă ертӳçисем хушшинче Аттилăна пĕрремĕш вырăна, герман патшисен умне, тăратнă.[2]