Банат
From Wikipedia, the free encyclopedia
Банат (Баншаг) (рум. Banat, серб Банат, венг. Bánság) — Серби, Румыни тата Венгри хушшинче пайланнă историллĕ облаç. Çурçĕр енче чикки Муреш хĕррипе, анăç енче Тиса хĕррипе, кăнтăр енче — Дунай хĕррипе иртнĕ. Тухăç енчи чикки вырăнĕнче Карпат тăвĕсем пулнă. Лаптăкĕ калăпăшĕпе хальхи Бельги патшалăхĕн лаптăкне çывăх.