Баст
From Wikipedia, the free encyclopedia
Баст е Бастет (егип. bȝstt) — Авалхи Египет халаплӑхӗнчи савӑнӑҫ, хаваслӑхпа юрату, хӗрарӑм илемӗ, йышлӑ ҫурату, кил ӑшши тата кушаксен турри, ӑна кушак пек е кушак пуҫлӑ хӗрарӑм пек сӑнарланӑ. Ирхи династисен тапхӑрӗнче, кушака алла вӗрентиччен, ӑна арӑслан ами пек кӑтартнӑ.