Вивьен Ли
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вивьен Ли (акăл. Vivien Leigh), çавăн пекех Оливье леди; çуралнă чухнехи ят Вивиан Мэри Хартли (акăл. Vivian Mary Hartley); чӳк, 5 1913 — утă, 7 1967) — акăлчан актриси, «Çилпе вĕçсе саланнисем» (1939) Скарлетт О’Хара тата «„Кăмăл“ трамвайĕнчи» (1951) Бланш Дюбуа (çак роле вăл лондон «Вест Энд» театрĕнче те вылянă) кăнтăр америка чиперккисен ролĕсесене сăнарланăшăн «Оскар» парнине икĕ хут тивĕçнĕскер.
Вивьен Ли | |
Vivien Leigh | |
Çуралнă чухнехи ят: | Вивиан Мэри Хартли |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1913, чӳк, 5 |
Çуралнă вырăн: | Дарджилинг, Инди |
Вилнĕ вăхăт: | 1967, утă, 7 |
Вилнĕ вырăн: | Лондон, Аслă Британи |
Професси: | Аслă Британи актриси |
IMDb: | ID 46 |
Официаллă сайт |
Хевтеллĕ актриса тăтăшах Лоренс Оливьепе, хăйĕн упăшкипе — вăл актриса вылянă темиçе фильм режиссёрĕ пулнă — пĕрле ĕçленĕ. Хăйĕн вăтăр çул хушшинчи карьеринче вăл тĕрлĕ рольсене: Ноэл Коуардпа Бернард Шоу камичĕсенче, шекспирăн Офелия, Клеопатра, Джульетта тата леди Макбет характер ролĕсене сăнарланă.
Ли шухăшланипе, хăй селĕм хӳхе пулнипе ăна тимлĕ актриса вырăнне хумаççĕ пулнă, анчах та рольсене тивĕçес çулри тĕп чăрмавĕ унăн хавшак сывлăхĕ шутланнă. Хăйĕн çитĕннĕ çулсенчи тапхăрĕнче маниак тĕслĕ депрессинче пулнипе, Вивьен Липе ĕçлеме йывăр тенĕ, мĕншĕн тесен унăн карьеринче пĕрмаях лакăм тапхăрĕсем сиксе тухкаланă. Малашне туберкулез хĕснипе актрисăн сывлăхе чакать. Çак диагноза пĕрремĕш хут хĕрĕххĕмĕш çулсен варринче лартаççĕ. Вивьен тата Оливье 1960 çулта уйрăлаççĕ, каярах Ли кинора сайра çапăнать, туберкулез амакĕпе хăйĕн чунĕ тухичченех театрта хевтелет.