Диалектсен континуумĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Диалектсен континуумĕ (лат. continuum — татăлми) — пĕр-пĕр чĕлхен диалекчĕсен пĕрлĕхне палăртма усă куракан ăнлав. Анчах та кунта умсăлтав пур: асăннă диалектсем территорире пĕринчен теприне сисĕни-сисĕнми (татти-сыпписĕр, татăлми) куçса пымалла. Çавна пулах асаннă ăнлав вырăнне, сăмахран, "диалектсен талккăшĕ" е тата урахларах калани вырăнлах мар. Е, каласан та, "татăлми", "татти-сыпписĕр" тенине хушса хурас пулать.