Европа шашки
From Wikipedia, the free encyclopedia
Европа шашки - 30-40 сантиметр тăршшĕ. Хӳри 12-14 сантиметра çитет. Шашкă 550-800 грамм таять. Ку йышши шашкă вăрманти юханшыв хĕрринче пурăнма кăмăллать. Шашкă çулла пулă, тĕрлĕ моллюск, шапа тытать, шăши çиет, кайăк йăвисене тустарать, хурт-кăпшанкă пуçтарать. Хăрушлăха туйсанах шыва чăмать, йывăç тымарĕ айне пытанать, унта 2 минут таран сывламасăр выртать. Кирлĕ пулсан шывран тухса сывласа илет те каллех каялла пытанать. Шашкă апата каçхине е ирпе ирех тухать. Йăвине çыран хĕрринче 1,5 метр тарăнăшĕнче тăвать, йăваран тӳрех шыва тухмалли çул ăсталать. Ами çу е çĕртме уйăхĕсенче 3-7 çура тăвать. Çурисем 2-3 уйăхран хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ.