Итĕлмен чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Итĕлмен чĕлхи — Итĕлменсен чĕлхи, чукча-камчат ушкăнне кĕрет (хăш-пĕрисем кунпа килĕшмеççĕ).
Итĕлмен чĕлхи Камчатка çурутравĕ çинче сарăлнă пулнă. Хăш-пĕр авторсем (Г. Стеллер, Л. И. Шренк) çырнă тăрăх итĕлменсем çавăн пекех çурçĕрти Курил утравĕсенче те пурăннă. XVIII–XIX ĕмĕрсенче итĕлмен чĕлхепе калаçакансем виçĕ ушкăнран тăнă: тухăç (Лăпкă океанăн çыранĕ хĕррийĕ), кăнтăр (çурутравăн кăнтăр пайĕ) тата анăç (Охотски тинĕсĕн çранĕсем хĕрринче) ушкăнсем. Хальхи вăхата анăç енчи итĕлмен чĕлхи çеç сыхланса юлнă. Ку чĕлхепе калаçакансен йышĕ 400 çын патнелле. Вĕсенчен пурте вырăс чĕлхине те пĕлеççĕ.