Катăркас
From Wikipedia, the free encyclopedia
Катăркас (лат. Crataégus) — ҫулҫине тӑкакан, сайра хутра ҫурри ялан симӗс ҫӳллӗ тӗм е пысӑках мар йывӑҫсен йӑхӗ, Кĕлчечек йышшисен (Rosaceae) йышне кӗрет. Çамрăк тураттисем унăн лайăх аталаннă йĕпсемпе пуян, çулçисем лаштака сарлака та, çунатлă та пулаççĕ. Çурма зонт е щит евĕрлĕ чечек пуххи шурă, шупка хĕрлĕ е хĕрлĕ тĕслĕ. Çимĕçĕ шар евĕрлĕ, çăмарта е груша евĕрли те пулать. Вăл — хĕрлĕ, хĕрлĕрех сарă, хăмăр е хура тĕслĕ, варри — шăмăллă. Катăркас вăрăран ĕрчет, хăшăн-пĕрин хунав тухать.
Подробнее ?Катӑркас, Ăслăх классификацийĕ ...
? Катӑркас | |||
---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | |||
|
|||
Латинла çырни | |||
Rosáceae | |||
|
Закрыть