Кет чĕлхи
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кет чĕлхи — Енисей чĕлхе çемьинчи пĕртен пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ун синче Енисей тăрăхĕнчи кетсем калаçаççĕ. Çухалма пуçланă чĕлхесем шутне кĕрет. 1926 çулта пурĕ 1 225 кет пулнă пулсан, 1989 çулта вара вĕсен шучĕ таран чакнă.
Челхе çинчен пĕрремĕш хут 1788 çырнă. 1858 çулта М. А. Кастрен пĕрремĕш хут сăмахсарĕпе грамматикине («Versuch einer jenissei-ostjakischen und kottischen Sprachlehre») пичетленĕ. Унтах котт чĕлхи çинчен те вал çырнă пулнă. XIX ĕмĕрте кетсене йăнашса финн-угрсен ушкăнне кĕртнĕ. 1934 çулта Н. К. Каргер кет чĕлхин грамматикипе букварьне пичетленĕ.
Раççейĕн ăсчахĕсем кет чĕлхипе бурушаски чĕлхин тăванлăхне тĕпчесе палăртас тесе ĕçленĕ.