Лазурит
From Wikipedia, the free encyclopedia
Лазури́т (ля́пис-лазу́рь) — Na6Ca2(AlSiO4)6(SO4,S,Cl)2 — витĕр курăнайман минерал, синкер сăртан кăвак-сăрă е симĕс-сăрăна çити, чи лайăххисем тачă синкер е синкер-фиолет, çаплах çатă кăвак.
Краткие факты Лазурит ...
Лазурит | |
---|---|
Формула | Na6Ca2(AlSiO4)6(SO4,S,Cl)2 |
Хутăш | шпатсем, пирит |
Сингони | Кубла |
Тĕс | Синкер |
Йĕр тĕсĕ | Çутă-синкер |
Ялтăру | Кантăк |
Янкăрлăх | Тăрă |
Хытăлăх | 5,5 |
Çыпăçтарулăх | Курăнмасть |
Катăлни | Раковистый,зернистый |
Тачăлăх | 2,38 — 2,42 г/см³ |
Çутă пăрăнни | 1,5 |
Закрыть
Çак чулăн «ляпис-лазурь» ячĕ Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнче çуралнă, «лазурь чулĕ» тени пулать. «Лазурь» самăх перс. «لاژورد» — лāжвард — синкер чула, лазурита пĕлтерет[1]. Италире вăл Lapis Lazzuli, Францире — Pierre d’Azur ятпа паллă. Хальхи «лазурит» ячĕ XVIII ĕмĕрте пулса тухнă. «Ляпис-лазурь» тесе лазуритăн тачă та пĕр тĕслĕ тĕксĕм-синкер тĕслĕхĕсене палăртнă.