Ма́ксвелл танлăхĕсем — классикăлла электродинамикăри чи тĕпре тăракан танлăхсем. Кунсăр пуçне тата Лоренц вăйне палăртакан танлăх пур. Максвелл танлăхĕсене çав юлашки танлăхпа пĕрлештерсен Максвелл-Лоренц танлăхĕсем пулаççĕ. Танлăхсен асăннă пĕрлешĕвĕ вара пĕтĕм электродинамикăна тĕппипех палăртса тăрать.
Краткие факты Электростатика, Магнитостатика ...
Классикăлла электродинамика |
|
Электро · Магнетизм
Ковариантлă каланăлăх |
Электромагнитла уй тензорĕ Энерги-импульс тензорĕ 4-потенциал 4-юхăм |
Паллă ăсчахсем |
Генри Кавендиш Майкл Фарадей Никола Тесла Андре-Мари Ампер Густав Роберт Кирхгоф Джеймс Клерк (Кларк) Максвелл Генри Рудольф Герц Альберт Абрахам Майкельсон Роберт Эндрюс Милликен |
|
|
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
Закрыть
Ма́ксвелл танлăхĕсем — электромагнитла уй вакуумри е татти-сыпписĕр талккăшри электро капламсемпе тата электроюхăмсемпе епле çыхăннине кăтартакан дифференциаллă танлăхсен системи (асăннă танлăхсене интеграллă формăпа та палăртма пулать) . Лоренц вăйне палăртакан танлăхпа пĕрле классикăлла электродинамикăн танлăхĕсен тулли системине туса хурать.
XIX ĕмĕрĕн варине çити тунă экспериментсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе усă курса Джеймс Клерк Максвелл хăйĕн танлашăвĕсене ăслайлать, çак вара теорилле физика аталанăвне питĕ хăвăртлатать, физикăн электромагнетлăхпа çыхăннă пайĕсене çеç мар, каярах тĕвĕленнĕ тĕплĕ теорисен çулĕсене уçса парать