Раççей Федерацийĕн Прокуратури
From Wikipedia, the free encyclopedia
Раççей Федерацин Прокуратури — Раççей Федераци ятĕнчен Раççей Федерацин Конституцине тата РФ территоринче ĕçлекен саккунсене тӳрĕ тытса пырассине пăхса тăракан патшалăх органĕсен федерацин пĕрлĕ центр системи. Раççей Федерацин Прокуратури урăх функцисене "О прокуратуре Российской Федерации" ФС йĕркипе пурнăçласа пырать. Раççей Федераци Прокуратурин полномочисене, йĕркелӳпе ĕç-пуç йĕркине «О прокуратуре Российской Федерации» федераци саккунĕ палăртать[1]. Прокуратура хăйĕн полномочисене патшалăх влаçĕсене (саккун тăвакан, ĕç тăвакан, суд), çаплах вырăнти хăй тытăмлăх тата пĕрлĕх организацисене пăхăнмасăр ĕçлет, çаплах влаç пайĕсене кĕмест.
Политика — Портал:Политика |
Раççей |
Çак статья — |
Патшалăх тытăмĕ Раççей Конституцийĕ
Правительство
Федераци Пухăвĕ
Раççей Федерацин суд системи
Политика системи
|
Урăх çĕршывсем • Портал Политика |
Прокуратура ĕçлевĕн урăх тĕлĕсем:
- право сыхлакан органĕсен киревсĕр ĕç-пуçпа кĕрешес ĕçне координацилесси ,
- тĕнчере килĕштерсе ĕçлени,
- ятарлă кăларăмсене кăларасси.
Прокурорсем çаплах судсен ĕçне хутшăнаççĕ, саккуна пăсакан суд йышăнăвĕсене хирĕçлеççĕ, право тăвакан ĕç-пуçа, патшалăх влаç ĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ларăвĕсене хутшăнаççĕ, заявленисене, жалобăсене тата урăх ыйтусене пăхса тухаççĕ.