Рота
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ро́та (ним. Rotte) — темиçе ахаль взводран тытăнса тăракан тактика подразделенийĕ, унсăр пуçне, рота шутĕнче взвода кĕмен хăй тĕллĕ темиçе отделени те пулать. Яланхилле рота батальон шутĕнче, анчах та хăй тĕллĕ чăмăртавлă рота та пулать. Рота йышĕ тĕнчери чылай çарсенче — 18—200 çар çынни.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Рота (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Раççей çарĕнчи СДÇ рота йышĕ — 55 çынран ытла, мотоперевçĕсен — 101 çынран чылайрах.
Рота командирĕн çар хисепĕ — капитан.
- Артиллерире рота тытăмĕпе батарейăпа тан.
- Авиацире роте тытăмĕпе эскадрильйăпа тан.
- Кавалерире рота тытăмĕпе эскадронпа тан.
NATO çарĕсенче ротăна латынь алфавичĕн сасă паллисемпе (литера) асăнаççĕ («A» рота (Альфа) — 1-мĕш, «B» рота (Браво) — 2-мĕш, «C» рота (Чарли) — 3-мĕш, çапла малалла.