Симĕс кайăк
From Wikipedia, the free encyclopedia
Симĕс кайăк - çерçи пысăкăш. Çерçи йышне кĕрет. Чăрăшлăхра, чăрăш ӳсекен хутăш вăрмансенче тĕл пулать. Çăмартисем (4-6) шурăрах сарă, тĕрлĕ тĕслĕ пăнчăллă. 2-3 хутчен чĕп кăлараççĕ. Чĕпписене ӳсентăран апачĕпе çеç тăрантараççĕ. Çитĕннĕ кайăксем çулла хурт-кăпшанкăпа, кĕр енне ӳсентăран вăррисемпе, тĕрлĕ çырласемпе тăранса пурăнаççĕ. Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килет, юпа уйăхĕнче кайса пĕтеççĕ, хăш чухне уйрăм кайăксем хĕл каçма юлмашкăн та пултараççĕ.