Спорт
From Wikipedia, the free encyclopedia
Спорт (акăл. sport, малтанхирен кĕскен disport — «вăйă», «канмалла выляни») — пĕрре çирĕплетсе йышăннă йĕркесем тăрăх пуç çивĕчĕпе тата ал-çурăм хăвачĕпе çынсем хушшинче иртерекен ăмăрту. Вĕсем шутне ăмăртусене хатĕрленни те, çав вăхăтри çынсен хутшăнăвĕсем те кĕреççĕ.
Спорт ал-çурăм тата пуç çивĕч ĕçĕ пулать. Ăна ăмăртас, сывлăха çирĕплетес, чуна лăплантарас, пурлăх пухас, чапа тухас тесе тăваççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене спортсменсем теççĕ. Вăйăсене спортсменсене тренер хатĕрлет, ертсе пырать.