Сталинăн пайăрлăх этепĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Сталинăн пайăрлăх этепĕ (Сталин харкамлăхне кĕлĕнни) — И. В. Сталинăн пайăрлăхне массăллă пропаганда хатĕрĕсенче, культурăпа ӳнер ĕçĕсенче, патшалăх докуменчĕсенче, саккунĕсенче питĕ мăнаçлани, унăн ячĕ тавра турăн евĕр ореола кăшăллани[1].
Çавăн пекех пайăрлăх этепĕ, анчах та масштабĕпе пĕчĕкрех çав тапхăрти ытти ертӳçсен (Калининăн, Молотовăн, Ждановăн, Берийĕн) пулнă. Сталин этепне Ленинăнпе çеç танлаштарма пулать.
«Сталинăн пайăрлăх этепĕ » калани 1956 çулта Н. С. Хрущёвăн «Пайăрлăх этепĕ тата унăн вĕçĕмĕсем пирки» евичĕ тата ССКП ТК «Пайăрлăх этепне тата унăн вĕçĕмĕсене çĕнтерсе каçмалли» хушăвĕ хыççăн çирĕпленсе юлнă.