Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.
Краткие факты Вăхăт, Вырăн ...
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи |
Тĕп хирĕçӳ: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи |
Сехет сăннипе, çӳлти сулахай кĕтесрен: совет штурмовикĕ Ил-2 Берлин тӳпинче, нимĕç танкĕ «Тигр» Курск çапăçăвĕнче, нимĕç бомбардировщикĕсем Ju 87 (1943—1944 хĕлĕ), совет еврейĕсене айнзацушкăнĕсен салтакĕсем персе пăрахни, Вильгельм Кейтель Германи капитуляцин акчĕн хучĕ çине алă пусать, совет çарĕсем Сталинград çапăçăвĕнче. |
Вăхăт |
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ – 1945 çулхи çăвăн 8—9-мĕшĕ |
---|
Вырăн |
СССР, Хĕвел тухăç тата Вăта Европа |
---|
Сăлтав |
Германи агрессийĕ |
---|
Улшăнусем |
Виççĕмĕш Райх арканăвĕ. Хĕвел тухăç Европăра социаллă лагерь пулса тăни. Германие пайлани. |
---|
Тăшмансем |
---|
|
Çарпуçсем |
---|
|
Енсен вăйĕсем |
---|
|
Çухатнисем |
---|
|
|
Аудио, фото, видео Викиампарта |
Закрыть
Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23- çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă[1][2], малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).
Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ[3][4], истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.