Тăрна йышшисем
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тăрна (лат. Gruidae) — вĕçен кайăксен çемйин тăрна евĕрлисен (лат. Gruiformes) ушкăнĕнчи вĕçен кайăк.
Çак авалхи çемйе динозаврсен тапхăрĕ вĕçĕнче — эоценра — 40-60 млн çул каялла çут тĕнчене палăрса тухнă. Çывăх тăванĕ пастушковые журавли (Aramidae) тата трубачи (Psophiidae), тĕп тăван çĕрĕ-шывĕ америка континенчĕ, унтан ĕнтĕ тăрна йăхĕ малтан Азие, унтан Африкăпа Австралие куçса çитеççĕ. Тăрнасем тĕнчипе анлă саралнă, вĕсене Антарктидăпа Кăнтăр Америкăра çеç курма тӳр килмест.
Çак илемлĕ те тĕлĕнтермĕшлĕ вĕçен кайăксемпе çын авалах паллă пулнă, ун пирки Африкăра, Австралире, Европăра ирттернĕ археологи тĕпчевĕсем пĕлтереççĕ.
Çемйере 4 ăрат, 15 тĕс шутланать, çавсенчен Раççейре 2 ăрата кĕрекен 7 тĕсĕ йăва çавăраççĕ.