Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ (СТО) е Релятивизмăн ятарлă теорийĕ — куçăма, механика саккунĕсене тата уçлăх-вăхăт хутшăнăвĕсене çутăн вакуумри хăвăртлăхĕнчен пĕчĕкрех хăвăртлăхсенче, вăл шутра çутăн хăвăртлăхне çывăх чухне, палăртса кăтартма кирлĕ теори.
Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ шайĕнче пăхас пулсан, Ньютонăн классикăлла механики пĕчĕк хăвăртлăхсемшĕн çывхартнă теори пулать.
Чăннипе каласан, СТО тăватă виçеллĕ уçлăх-вăхăт геометрине палăртать тата Минковскин лаптак (кукăрăлман) уçлăхĕ çинче никĕсленсе тăрать. Енчен те СТОна гравитацилле уйсем тĕлĕшпе пĕтĕмлетсен, танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ (ОТО) пирки калаçма тивет.