Термодинамикăн виççĕмĕш пуçламăшĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Термодинамикăн виççĕмĕш пуçламăшĕ, çавăн пекех Нернст теореми е Нернст ăшă теореми — физикăри принцип, термодинамика постулачĕсенчен пĕри. Çавна май кунта чăн малтанах çакна калас пулать. Мĕншĕн-ха теорема, енчен те вăл постулат пулсан? Термодинамикăн виççĕмĕш пуçламăшĕн формулировки тĕрлĕрен пулма пултарать. Вĕсенчен пĕрне суйласа илес пулсан, ытти формулировкăсем тухăмсем пек, теоремăсем пек курăнаççĕ.
Формулировкăсенчен пĕри — температурăн абсолютлă нулĕ пулма пултараймасси.