Тираннозавр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тираннозавр — (лат. Tyrannosaurus — «мăн калта-тиран», от др.-греч. τύραννος [tyrannos] — «тиран» тата σαῦρος [sauros] — «мăн калта, калта», тата тиранозавр тени тĕл пулать, ку вăл йăнăш) — аш-какай çисе пурăннă целурозаврсен ушкăнне, тероподсен кĕçĕн ушкăнне кĕрекен монотĕслĕ динозаврсен йăхĕ.
Пĕртен пĕр куçăмлă тĕсĕ — Tyrannosaurus rex (лат. rex — «патша»).[1]
Пурĕпе тиранозаврсен 50 ытла скелетне идентификациленӗ, вĕсенчен хӑш-пӗри пӗтӗмӗш тенĕ пекех упранса юлнӑ. Материал çителĕклĕ пулни ҫак чӗрчунăн биологи енчен нумай анспектне, пурнӑҫ тăршшипе тата биомеханика енчен тарӑн тӗпчемешкĕн май панӑ. Йӑх таксономийӗ дискуссиллĕ шутланать, çапах та çав йыша, хӑшпӗр специалист ӑна Монголире тупнă тарбозавра та кӗртет.