Тӳрĕ йĕр
From Wikipedia, the free encyclopedia
Тӳрĕ йĕр е тÿрĕлĕх — геометрири тĕпре тăракан ăнлавсенчен пĕри. Теорисенчен ытларахăшĕсенче ку ăнлава палăртмасăр (палăртав ăсталамасăр) хăвараççĕ, вара унăн пĕлтерĕшĕ аксиомăсенчен çеç тÿррĕн мар тухса тăрать. Калăпăр, ку Евклид геометрийĕн аксиоматикинче те çавăн пек.