Хĕрарăм
From Wikipedia, the free encyclopedia
Хĕрарăм – этемĕн ама енĕ, тепĕр енĕ – ар. Ама паллисем палăрайса çитичченхи хĕрарăмсене хĕрача теççĕ, мăшăр тупса ĕрчеве хутшăниччен – хĕр, мăшăрлансан – хĕрарăм. Хĕрарăмсен шутне çавăн пекех çулĕпе мăшăрлă пулмаллисене те кĕртеççĕ. Ачи-пăчи мăшăрланса ачаллă пулсан хĕрарăмсене час-часах тата кукамай е асанне тесе те чĕнеççĕ. Хĕрарăмпа тачă çыхăннă ытти сăмахсем: инке, кинемей, карчăк, кин, хĕрупраç, пике, арăм, хуняма тата ытти те.