Çăхан
From Wikipedia, the free encyclopedia
Ан пăтраштарăр ула куракпа
Подробнее ?Çăхан, Ăслăх классификацийĕ ...
? Çăхан | |||||
---|---|---|---|---|---|
Ăслăх классификацийĕ | |||||
|
|||||
Латинла çырни | |||||
Corvus corax | |||||
|
Закрыть
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Çăхан (пĕлтерĕшĕсем) пăхăр.
Çăхан (лат. Corvus corax) - куракран самаях пысăк вĕсен кайăк, йывăрăшпе 1,5 килограма çитет.
Вăрманлă вырăнта çӳллĕ йывăçсем çине вырнаçаççĕ, çынсем пурăнакан вырăнсене те кăмăллаççĕ.
Йăвари çăмартисем (4-6) симĕс кăвак тĕслĕ. Пуш уйăхĕнче тума пуçлать, вĕçĕнче чĕпписем тухма пуçлаççĕ. Çу уйăхĕнче çитĕнсе çитсе йăваран тухса каяççĕ. Ытларах вилнĕ чĕрчунсемпе тăранса пурнаççĕ. Этемсем ӳстерекен кайăк-кĕшĕк чĕпписем çине тапăнма пултараççĕ. Вилнĕ пулăсене те тиркемест.
Хĕл каçма ниçта та вĕçсе каймасть. Чăвашра тăтăшах тĕл пулакан кайăк.