Астрофизика
From Wikipedia, the free encyclopedia
Астрофизика (грек. αστρον «çăлтăр», φύσις — «çутçанталăк»), — тĕрлĕ космос объекчĕн несĕллĕхне, вĕсем пуçланса кайнине, аталанăвне тĕпчекен астрономин пĕр пайĕ. Унсăр пуçне астрофизика объектсен çăралăхне, температурине, йывăрăшне, хими тытăмлăхне, вĕсен çулталăкри пурнăç тăсăлăвне тĕпчет.
Астрофизикăн тĕп меслечĕ — спектăрлă тишкерӳ. Унăн никĕсĕнче — Çĕр çине килекен радиацииллĕ шевлесен (хумсен) пайланăвĕ.
Кăткăс хумлă астрофизикăна радиоастрономи теççĕ, мĕншĕн тесен сăнав-тĕпчев ĕçĕсене вăл радио-хумсен спектăрĕнче ирттерет. Ăслăхçăсем сăнавра радиотелескоппа усă кураççĕ.