Историлле çăлкуç
From Wikipedia, the free encyclopedia
Историлле çăлкуç — унчченхи вăхăтсенчи çынсен тата çынсен пĕрлĕхĕсен пурăннин тата ĕçлевĕн паянхи йĕрри (паларăмĕ); унпа историе тĕпчесе пĕлме, тишкерме усă кураççĕ. Нумайлă хисепре — историлле çăлкуçсем. Истори ăславĕнче çăлкуç тĕпчевĕ текен пулăшулла вĕрентÿ пур. Вăл, пĕтĕмĕшле каласан, историлле çăлкуçсемпе еплерех усă курмаллине палăртать тата вĕрентет.