Килти лаша
From Wikipedia, the free encyclopedia
Лаша (Ут) (лат. Equus ferus caballus), ирĕкре çÿренĕ лашана (лат. Equus ferus) — курăк çиекен алла вĕрентнĕ аш, тир паракан килти выльăх. Мăшăрсăр чĕрнеллисен сĕтпе ӳсекенсен ушкăнĕ, пĕр чĕрнеллĕ, икĕ чĕчĕллĕ, çӳлти шăлĕсем те пур, çын алла вĕрентнĕ те халĕ те усă курать. Ĕлĕк ăна кӳлсе урапапа, çунапа çӳреме, пахча сухалама, утланса ĕне кĕтӳне кĕтме тытса усранă. Лашана çулла çерем çине кăкарса хураççĕ, хĕлле утă, сĕлĕ çитереççĕ.
Çурине тиха, амине кĕсре, аçине ăйăр теççĕ.
Моторсен вăйне лашан вăйĕпе виçеççĕ.