Электрон
From Wikipedia, the free encyclopedia
Шаблон:Элементарлă пĕрчи
Электрон (e, e-) — тăнăçлă элементарлă пĕрчĕ, япалан тĕп тытăмлăхĕн пайĕ. Электронсенчен пур япаласен атăмĕн электронлă пĕлĕтлĕхĕ тытăнса тăрать. Электронсен куçăнăвĕнчен нумай электропулăмсем пулаççĕ, çавсем хушшинче металсенчи тата вакуумри электроюхăм. Электронăн авăрĕ пайланманлă −1,60217653(14)•10−19 Кл (е 4,803×10−10 СГСЭ виçе СГС системинче). Çак электро авăр виçипе ытти элементарлă пĕрчĕксен авăрĕсене (вĕсен авăрĕ çуклă мар) палăртаççĕ. Электронăн лăпкăлăх йывăрăшĕ 9,1093826(16)•10−31 кг танлашать.
Элементарлă пĕрчĕсен физикин хальхи курăнăвĕсемпе, электрон пайланман тата вар тытăмĕсĕр (минимум 10−17 см таран). Электрон тӳлек, электромагнитлă тата гравитациллĕ ĕç-пуçсене хутшăнать. Вăл лептон ушкăнне кĕрет, (хăйĕн антипĕрчипе, позитронпа, пĕрле) авăрлă лептонсенчен çăмăллискер пулать. Нейтринона уçса йывăрăшне виçиччен электрон йывăр пĕрчĕсенчен чи çăмăлли шутланнă — унăн йывăрăшĕ 1836 хут протоненчен çăмăлтарах. Электронăн Спин ½ тан, çак йĕрпе вăл фермион ĕретне кĕрет. Хăш чух электронсем тесе хăй электронĕсене те, çаплах позитронсене те шутлаççĕ (тĕслĕх, пĕрлĕхлĕ электрон-позитрон уйĕ, Дирак танлаштарăвĕн тупсăмĕ). Çак пулăмри çуклă авăрлă электрона негатрон, пурлă авăрлине — позитрон тесе палăртаççĕ.
Кристаллăн Периодикăллă потенциалĕнче электрона квазипĕрчĕ пек пăхаççĕ, унăн эффективлă йывăрăшĕ электронăн тăнăçри йывăрăшĕнчен уйрăлса тăрать.
Атомĕнче миçе протон (+) çавăн чухлĕ электрон (-). Электронĕ протонĕнчен нумайрах (+), сахалрах (-) пулсан ион пулса тăрать.