Гравитаци хумĕ (нумайлă хисепре гравитаци хумĕсем) — гравитаци уйĕ улшăнни хум евĕр тавралăхра сапаланни. Куçакан массăсемпе пайăркаланать, анчах та çав массăсенчен уйрăлнă хыççăн вĕсенчен пăхăнманлăхлă пулса пурăнма пуçлать[1]. Математика енчен пăхсан, çакă уçлăх-вăхăт метрики сулланипе çыхăннă тата ăна çав «уçлăх-вăхăт хумханăвĕ пек кăтартма пулать»[2].
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Гравитаци хумĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Хăяккăн сăнанă тăрăх, гравитаци хумĕсем пуррине 1970-мĕш çулсенех кăтартса панă. Тÿрремĕн сăнани вара 2015-мĕш çулхи çентябрьте пулса иртнĕ (çав ĕçшĕн Нобель премине вара 2017-мĕш çулта панă).