Пирĕн интуицилле туйăм-сисĕм уçлăх-вăхăт регулярлă тата татти-сыпписĕр иккенне — урăхла каласан, вăл «шăтăксемсĕр» пулнине — кăтартать. Математика енчен пăхсан, ку ак мĕне пĕлтерет. Уçлăх-вăхăтăн моделĕ тăватă хапаллă, яка тата дифференциленекен нумайсăнарлăх пулать. Çак 4 виçеллĕ уçлăх-вăхăтăн кашни пăнчин тавралăхĕ локаллĕн 4 виçеллĕ Евклидла уçлăх тĕлне тивĕçет. «Яка» тени çителĕклĕн дифференциленнине пĕлтерет. Çителĕклĕх мĕн тараннине халлĕхе тĕллемесĕр хăварма пулать.
Краткие факты Никĕсри принципсем, Пулăмсем ...
Танлаштарулăхăн пĕтĕмĕшле теорийĕ |
|
Гравитаци Математикăлла кăтартни Космологи
Журналсем |
General Relativity and Gravitation • Classical and Quantum Gravity • Гравитаци тата космологи • Living Reviews in Relativity |
Паллă ăсчахсем |
Эйнштейн • Минковски • Шварцшильд • Леметр • Эддингтон • Фридман • Фок • Керр • Чандрасекар • Пенроуз Хокинг тата урăххисем… |
|
|
Çавăн пекех «Физика порталĕ» |
Закрыть
Танлаштарулăхăн ятарлă теорийĕ çителĕклĕ тĕллĕхпе пурнăçланнине кура, çакнашкал нумайсăнарлăха Лоренц метрикипе, урăхла каласан, (е, ку эквивалентлă, ) сигнатурăллă тата юхăнман метрикăлла тензорпа тивĕçтерме пулать.