1565
Çулталăк / From Wikipedia, the free encyclopedia
Вăтаçĕр тинĕсĕн таврашĕ
- Çу уйăхĕнчен пуçласа авăн пуçламăшне çити — Оттоман империн çарĕпе флочĕ Мальта орденĕн Мальта утравĕсене хупăрланă.
Подробнее Çулсем, Вуннăçуллăхсем ...
Çулсем |
---|
1557 • 1558 • 1559 • 1560 — 1561 — 1562 • 1563 • 1564 • 1565 |
Вуннăçуллăхсем |
1540-мĕш • 1550-мĕш — 1560-мĕш — 1570-мĕш • 1580-мĕш |
Ĕмĕрсем |
XV ĕмĕр — XVI ĕмĕр — XVII ĕмĕр |
Закрыть
- кăрлач, 3 — Хаяр Йăван Александр Слободине пурăнма тухса кайнă та хăй астулран хăтарма ыйтнă.
- Руçре опричнина кĕртнĕ.
- çурла, 7 — пĕрремĕш пичетлевçĕ Иван Фёдоров тата унăн пулăшавçи Пётр Мстиславçă вырăсла иккĕмĕш кĕнекене — «Часовника» — пичетлеме хатĕрленнĕ.
- 1565—1566 — Кола çурутравĕнчи вырăссен пурăнан вырăнĕсене (Кола, Печенга мăнастăрĕ) антверпен купсисем çитнĕ.
- Испанире çĕрулмине ботаника тĕлĕнтермĕшĕ евĕр лартма тытăннă.
- Чӳк уйăхĕ — Нидерландсенчи дворянсен оппозицийĕ «Килĕшев», е «Компромисс» пĕрлешĕвне туса хунă.
- Конго патшине яга йăхĕсем аркатаççĕ. Ангола Конгоран уйрăлать те пăхăнман патшалăх пулса тăрать.
- 1565—1571 — Филипп утравĕсене испансем туртса илнĕ.
- Виджаянагар çарне Таликот (Ракшас-Тагди) патĕнчи çапăçура Биджапур, Ахмеднагар, Бидар тата Голконда коалицийĕ çĕмĕрнĕ. Тăмăрсен çарĕсем тĕп хулана кĕрсе çаратнă, аркатнă. Виджаянагартан вассаллă кнеслĕхсем уйрăлаççĕ. Виджаянагар — тĕп хула - Пенуконда — пĕчĕк кнеçлĕх пулса тăрать.