Пирамида (геометри)
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пирами́да (ав.гр. πυραμίς, кам. ӳк. πυραμίδος) — пĕрлĕ тăрăллă, никĕсĕнче нумайкĕтеслĕх, ытти хысакĕсем — виçкĕтеслĕхсемлĕ нумайхысаклăх[1]. Пирамида тĕпĕн кĕтес шучĕпе виçкĕтеслĕ, тăваткĕтеслĕ т. ыт. пирамидăсем пулаççĕ.
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пирамида (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Пирамида конусăн пайăр тĕслĕхĕ шутланать.