Вырăс патшалăхĕ
From Wikipedia, the free encyclopedia
Вырăс патшалăхĕ[1][2] е висанти варианчĕпе Раççей патшалăхĕ[3][4][5] — 1478 - 1721 çулсенчи официаллă ячĕ 1721 çулхи юпан 22-мĕшĕнче Петербургри Виçпĕрлев соборĕнче Петĕр I патшана „император“ титула панă. Çак кунта ĕнтĕ Раççей патшалăхĕ официаллă Раççей империне куçнă.
- Ку ăнлава Вырăс ĕмпӳлĕхĕ тенипе пăтраштармалла мар
Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ | |
---|---|
Авалхи славянсем, руссем IX ĕмĕр
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922 Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991 | |
1547 çулта Пĕтĕм Руç патши тата Аслă Мускав кнеçĕ Иван IV Хаярскерне Патша тесе кăшăлланă, тулли титулпа тивĕçтернĕ: «Аслă хуçа, Турă кăмăлĕпе пĕтĕм Руç патши тата Улатимĕр, Мускав, Новгород, Псков, Рязань, Тĕвер, Югор, Перĕм, Вятка, Пăлхар тата ыттиисен аслă кнеçĕ»[6], каярахпа, Вырăс патшалăхĕн чиккисем сарăлса пынипе, титул çумне «Хусан патши, Аçтăрхан патши, Çĕпĕр патши», «тата Çурçĕрти пĕтĕм çĕршывсен тытăмçи хушăннă»[7].
Титулатура йĕркелĕшĕпе Вырăс патшалăхĕ умĕн Аслă Мускав кнеçлĕхĕ, хыççăн Раççей империйĕ пулнă[~ 1][~ 2][~ 3]. Çапах та тепĕр, историографире ытларах тымар янă, вырăс историне тапхăрлани тăрăх, пĕрлĕ те ирĕклĕ чăмăртаннă Вырăс патшалăхĕ çур ĕмĕр маларах — Иван III Васильевич астулра ларнă чухне çуралнă, çак ĕнтĕ Пĕтĕм Руç патши тутулĕпе çыхăннă.
Вырăс çĕрĕсене пĕрлештерес (çав шутра монголсем тапăннипе Аслă Литва кнеçлĕхĕпе Польша йышне кĕнисене те) тата авалхи вырăс патшалăхне çĕнĕрен тăвас шухăш Вырăс патшалăхĕн историнче çухалман, ăна Раççей империйĕ те малалла тăснă[8][9].