Кустантин
From Wikipedia, the free encyclopedia
Кустантин[2] (грек Κωνσταντινούπολις, Константину́полис, е ἡ Πόλις — «Хула»; лат. Constantinopolis, осман. قسطنطينيه, К̣уст̣ант̣ӣниййе, туркк. Konstantinopolis) — 330—395 çулсенче Рим империн, 395—1204 çулсенче Висанти, е Хĕвелтухăç Рим империн, 1261—1453 çулсенче Латин империн, 1453—1922 çулсенче Осман империн тĕп хули.
Европăпа Азин чиккинчи, Ылтăн Мăйракапа Мрамор тинĕсĕ хушшинчи стратегиллĕ кĕпер патĕнчи Висанти Кустантинĕ христиансен империн тĕп хули — Авалхи Римпа Авалхи Грецин тĕпкĕчĕ. Вăтам ĕмĕрсенче Кустантин Европăн чи пысăк та чи пуян хули, «Хуласен Патши» (Vasileuousa Polis) шутланнă. Кустантин Кустантин патриархачĕн астулĕ пулнă, халĕ те пулать, православии чиркĕвĕсем хушшинче «чи хисепли» шутланать.
Хула ячĕсем — Висанти (грек Βυζάντιον), Çĕнĕ Рим (грек Νέα Ῥώμη, лат. Nova Roma) (патриархăн титулĕ шутне кĕрет), Константинополь, Царьград (славянсен) тата Истампул. «Константинополь» ячĕ хальхи грек чĕлхинче сыхланса юлнă, «Цариград» — кăнтăр славянсен чĕлхисенче.
Официаллă Истампул ята 1930 çулта Ататюрк реформисене ирттернĕ тапхăрта куçарнă.