Пиньинь
From Wikipedia, the free encyclopedia
Пиньи́нь (китай 拼音, pīnyīn; официаллăрах: 汉语拼音, Hànyǔ pīnyīn, Ханьюй пиньинь, «Китай чĕлхин сассисене çырни») — китай чĕлхине романизацилемелли система. Китай Халăх Республикинче (КХР) пиньинь системин официаллă статус пур[1].
2009-мĕш çулхи карлачăн 1-мĕшĕнчен пиньинь Тайваньре романизацин официалла стандарче пулса тăрать [2][3].
Пиньинь системине 1958-мĕш çулта йышăннă [1], авторĕ - Чжоу Югуан. 1979-мĕш çултан пиньинь пĕтĕм тĕнчипе КХР ячĕсен тата топономикин официаллă латин транскрипцийе шутланать. Вăл маларах пулнă Уэйд — Джайлза транскрипци системине тата чжуинь транскрипциине ылмаштарнă.
Пиньинь V саспаллисер пĕтĕм латин алфафичен сас паллисене усă курть, тата Ü (u-умляут хушнă; компьютерпа кĕртнĕ чухн V саспалли Ü вырăнне усă курма юрать). Тонсене пиньинте йĕр çийĕчи паллăсемпе уйăраçĕ, сăмахсарсенче сыпăк хыççăн цифра çырма пултараççĕ, сăмахран : dong2 или dong² (= dóng).