Фосфор
From Wikipedia, the free encyclopedia
Фосфор — периодикăллă системăри 15 атом номерлĕ хими элеменчĕ, P (лат. Phosphorus) символпа палăртаççĕ. Çĕр хуппинче чи анлă сарăлнă элементсен шутне кĕрет (0,08—0,09 % массăпа). Питĕ химилле хастар пулнипе ирĕклĕн тĕл пулмасть. Фосфорăн 190 яхăн минерал, вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшлисем:апатит Ca5(PO4)3(F,Cl,OH) фосфорит Ca3(PO4)2 тата ыттисем. Фосфорсăр пурнăç пулаймасть, ДНК, РНК тата АТФ çак элемент пур. Çавăнпа фософор ӳсентăрансен тата чĕрчунсен пĕтĕм пайĕнче те пур. Фосфор пурнăç элеменчĕсен шутне кĕрет.
Подробнее Фосфор/ Phosphorus (P), Атом палăрăмĕсем ...
Фосфор/ Phosphorus (P) | |
---|---|
Атом номерĕ | 15 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | Шурă, хĕрлĕ, сарă, хура тĕслĕ |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) | 30,973762 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 128 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) | 1011,2(10,48) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Ne] 3s2 3p3 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 106 пм |
Ион радиусĕ | 35 (+5e) 212 (-3e) пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) | 2,41 |
Электрод потенциалĕ | 0 |
Оксидлав капашĕсем | 5, 3, 1, 0, -1, -3 [1] |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | (белый фосфор)1,82 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 21,6[2] (ромбич.) Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | (0,236) Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 317,3 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 2,51 кДж/моль |
Вĕрев температури | 553 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 49,8 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 17,0 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла, калăпăшĕпе центăрланă |
Решетке периочĕ | 18,800 Å |
c/a танлашăнни | — |
Дебай температури | n/a K |
Закрыть
P | 15 |
30,973762 | |
[Ne]3s23p3 | |
Фосфор |