ЮНЕСКО
From Wikipedia, the free encyclopedia
ЮНЕСКО (UNESCO — United Nations Educational, Scientific and Cultural Organization) — Пĕрлешнĕ Нацисен Организацин пĕлӳлĕх, ăслăх тата этеплĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен йĕркелĕвĕ.
Организацие 1945 çулхи чӳк, 16 туса хунă, унăн штаб-хваттерĕ Парисре, Францире, вырнаçнă. Организаци шутне тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчи 67 бюропа уйрăмĕ кĕрет.
ЮНЕСКО уставне Лондон конференцинче 1945 çулхи чӳк уйăхĕнче йышăннă, 1946 çулхи чӳк, 4 ĕçе кĕртнĕ. Халĕ организацире 192 патшалăх-пайташпа 6 пайташ-ĕçтĕш[1]. Парисри Йĕркелӳре 173 патшалăх-пайташăн пĕрмай элчĕлĕхĕ пур.
1972 çулта ЮНЕСКО Пĕтĕм тĕнчери этеплĕхпе çутçанталăка хӳтĕлев конвенцине йышăнать, конвенци 1975 çулта хута яраççĕ, хальхи тапхăра 184 патшалăх ратифициленĕ (СССР — 1988 çулта).