Юрьев Элли Михайлович
From Wikipedia, the free encyclopedia
Юрьев Элли Михайлович (1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕ, Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш Ен — 2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен), — чăваш ӳкерçи, Чăваш Енĕн ялавĕпе гербĕн тата Шупашкар гербĕн авторĕ, Шупашкарăн (1996) тата Пăрачкавăн (1992) чыслă гражданинĕ, Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин (1990) лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри геральдика пĕрлĕхĕн чыслă пайташĕ (1967 ç.), СССР ӳкерçсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976 ç.), Чăваш халăх ӳкерçи (1993 ç.)[1].
Краткие факты Çуралнă чухнехи ят:, Çуралнă вăхăт: ...
Элли Юрьев | |
Çуралнă чухнехи ят: | Юрьев Элли Михайлович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1936 çулхи пушăн 25-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Кĕçĕн Шетмĕ ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2001 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен |
Вĕренӳ: | Шупашкарти ӳнер училищи, Ленинградри театр, мусăк тата кинематографи институчĕ |
Паллă ĕçсем: | «Слово о полку Игореве», «Буря» (Т. Петеркки), «77 братьев» (Г. Eфимов), «Раба дьявола» (Я. Ухсай), «Нарспи» (К. Иванов), «Поэты Франции», «Поэты Венгрии», «Поэты Польши»; плакатсем – «Я. А. Каменский», «Альбрехт Дюрер»; Чăваш Енĕн ялавĕпе гербĕн, Шупашкар гербĕн авторĕ, ӳкерчĕксем – «Разум сильнее стихии», «Иккĕмĕш вĕçев», «Весна в Янгорчино». |
Парнесем: | Чăваш Республикин К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парнин (1990) лауреачĕ |
Чыславсем: | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1976 ç.), Чăваш халăх ӳкерçи (1993 ç.), Шупашкарăн (1996) чыслă гражданинĕ, Пăрачкавăн (1992) чыслă гражданинĕ |
Закрыть